Шупашкарти аэропорт техника енчен пуянлансах пырать. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче унта амбулифт туяннӑччӗ. Ҫак хатӗр урапапа ҫӳрекен сусӑрсене самолета лартма тата антарма кирлӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗлтӗр иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килнӗ спортсменпа сиксе тухнӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн туянма йышӑннӑччӗ. Шупашкарти аэропорт пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянассине иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗччӗ. Оборудовани Шупашкара раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче килсе ҫитнӗччӗ.
Шупашкарти аэропортра халӗ тата пассажир трапӗ туяннӑ. Ҫӗнӗ хыпара паян пӗлтернӗ. Ку оборудовани те — самолетпа вӗҫме кӑмӑллакансене меллӗ пултӑр тесе илнӗ япала.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, «Раҫҫей 1» телеканалпа Олимп вӑййисенче иртекен слоупстайл ӑмӑртӑвне кӑтартӗҫ. Вӑл 3 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Финал вара ирхи 6 сехет ҫурӑра иртӗ.
Пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкар пики Лана Прусакова, ски-слоупстайл дисциплинӑра ӑмӑртӗ. Вӑл Олимп вӑййисене пуҫласа хутшӑнать. Лана Никита Васильев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл та спортменкӑпа пӗрле Пхенчхана кайнӑ.
Ҫак кунах Татьяна Акимова биатлонистка масс-старта хутшӑнать. Аса илтерер: вӑл унчченхи ӑмӑртура 15-мӗш пулнӑ. Масс-старта «Россия 1» телеканалпа нарӑсӑн 17-мӗшӗнче 14 сехет те 15 минутра курма пулать.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри пилӗк сыватӑш Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Хальхинче пациентсене Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульници, Республикӑри наркологи диспансерӗ, Республикӑри кардиологи диспансерӗ, Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиники тата 1-мӗш клиника пульници йышӑнӗҫ.
Наркологи диспансерӗн специалисчӗсем халӑха Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере консультаци парӗҫ. Шӑл тухтӑрӗсем ҫынсене тӗп хулари 2-мӗш тата 7-мӗш поликлиникӑсенче йышӑнма палӑртнӑ. 1-мӗш клиника пульницинче пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсенчен тата ытти врачран сӗнӳ-канаш ыйтма май пулӗ. 2-мӗш ача-пӑча больницинче вара педиатр, невролог, офтальмолог, кардиолог тата отоларинголог медицина пулӑшӑвӗ парӗҫ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов юрлама та пултарать. Унӑн ҫакӑн пек пултарулӑхӗпе паллаштаракан видеона тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑччӗ-ха. Ҫак кунсенче вара Владимир Николаевич Ҫӗнӗ Шупашкарти сцена ҫине тухнӑ. Пӗччен мар. «Ҫеҫпӗл» ансамбльпе.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Любовь к Родине начинается с семьи» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва юратасси ҫемьерен пуҫланать) концерт иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн кӑҫалхи стипендиачӗсене, хулари хастар нимеҫӗсене, амӑш укҫине тивӗҫнӗ ҫемьесене чысланӑ.
Вӗсене чыслама пуҫличчен ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов, Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чепрасова сӑмах каланӑ. Уява тӗрлӗ ушкӑнсен концерт программи илемлетнӗ.
Красноармейски районӗнче ача пахчисенчен пӗрне хупса хунӑ. Анчах яланлӑхах мар. Ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗ лӑпланиччен. Эпидемиологи тухтӑрӗсем шӑпӑрлансем пӗри хыҫҫӑн тепри чирленӗ хыҫҫӑн ача пахчине хупма йышӑннӑ.
Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те чирлекенсем йышлӑ. Ҫавна пулах темиҫе шкулти хӑш-пӗр класра вӗрентмеҫҫӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйсен сайтӗнче нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлнехи лару-тӑрӑва илсе кӑтартнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти виҫӗ шкулти виҫӗ класа хупнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — пилӗк шкулти вунпӗр класа.
Пневмонипе чирлекенсене иртнӗ эрнере 233 тӗслӗх шута илнӗ. Унчченхи эрнеринчен ҫак цифра 9,3 процент пӗчӗкрех иккен. Пневмонипе чирлекенсенчен 47,2 проценчӗ — ачасем.
Ҫӗнӗ Шупашкарта тухса тӑракан «Грани» хаҫатӑн журналисчӗ Ирина Павлова Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн фончӗ «Чӑнлӑхпа тӗрӗслӗх» ятпа ирттернӗ конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн информполитика министерстви хыпарлать.
Журналистсен пултарулӑх тупӑшӑвне 2500 ҫын 5500 ӗҫ ярса панӑ, вӗсенчен 350-шне тӳресем ҫӗнтерӳҫӗ пек палӑртнӑ. Хӑйсен статйисенче журналистсем пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмӗнчи ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ, коррупци, патшалӑх пулӑшӑвӗсен пахалӑхӗ, ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушлӑх пирки ҫырнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ҫӗнтерӳҫӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн медиафорумӗнче чыслӗҫ, укҫан премипе хавхалантарӗҫ. Унсӑр пуҫне форум вӑхӑтӗнче журналистсем калаҫусене хутшӑнӗҫ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен тӗп редакторӗсемпе, тӳре-шарапа тӗл пулӗҫ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пайҫӑсемпе тӳре-шара, прокурор тата строительсем тӗл пулнӑ. Кунта сӑмах асӑннӑ хулари Кӑнтӑр урамӗнчи 7а ҫурт пирки пырать.
Пайҫӑсене хваттер шантарса ҫурт-йӗр тӑваканни — «Алза» организаци. Объекта темиҫе ҫул каяллах хӑпартма тытӑннӑ. Строительсем пайҫӑсене 2015, 2016, 2017 ҫулсенче ҫурта хута яма темиҫе те шантарнӑ.
Паян пайҫӑсемпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн хула тӑвас, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата инфраструктура енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Андриянов, хула прокурорӗ Виктор Иванов тата ыттисем курнӑҫнӑ.
Паянхи куна ҫурта ӑшӑ парас, ҫурт умне йӗркелес, пушар тытӑмне тӑвас, лифт ярас ӗҫсем юлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти тӳре-шара пайҫӑсемпе нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тепӗр хут тӗл пулма шантарнӑ.
Статья ячӗ — Станислав Ежи Лец поляк сӑвӑҫи тата философӗ хайланӑ афоризм. Полякла вӑл ҫапла ҫырӑнать: «Marzenie niewolnikow: targ, gdzie mozna sobie kupic panow», вырӑсла вара ӑна ытларах «Мечта рабов: рынок, где можно было бы покупать себе господ» тесе куҫараҫҫӗ. «Чура ӗмӗчӗ: хуҫа туянмалӑх пасар пулинччӗ» тесе чӑвашла хам пӗлнӗ пек куҫартӑм (тен, эсир лайӑхрах та ҫавӑрттарса хума пултараятӑр — комментарире сӗнӗр).
Мӗн пирки сӑмах хускатасшӑн-ха? Нумай пулмасть Шупашкар Раҫҫейӗпех чапа тухрӗ — парӗн шӗкӗр хулара, имӗш, Навальнӑй йӗркеленӗ «саккуна пӑхӑнман» митингра чи нумай ҫынна тытса чарнӑ. Шел те, ҫакна хӑй вӑхӑтӗнче ҫутатма май килмерӗ. Ӗҫ пӗр купаччӗ те, хыпарсемпе паллашма та вӑхӑт ҫукччӗ. Кайран вара кая юлтӑмӑр — пулӑм иртсе кайнӑ хыҫҫӑн 3-4 кунран хыпарлани йӗркеллӗ япалах мар. Ҫавах та иртнӗ вырсарникунхи митинг пирки пӗр-ик сӑмах ҫырасах терӗм. Тӗрӗсрех, ун хыҫҫӑнхи лару-тӑру пирки.
Сӑмаха Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире ӑс пухакан ачапа Наталья Андрианова вӗрентекен хушшинче пулса иртнӗ калаҫу пирки хускататӑп. Хайхи ҫак ача Навальнӑй митингне ҫитнӗ тет, ӑна унта йӗрке хуралҫисем ярса тытнӑ тет.
Пӗлтӗр Чӑваш Енри виҫӗ ача пахчинче ачасем вар-хырӑм инфекцийӗпе йышлӑн чирлесе ӳкнӗ тӗслӗхсем пулнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтерет.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи санитарипе эпидемиологи кӑтартӑвӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхсан Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ ача пахчинче кунашкал пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ. Пӗри — 127-мӗш номерлӗ «Пилеш» ача пахчинче пуш-ака уйӑхӗсенче, тепри 1-мӗш номерлӗ «Пӗчӗк патшалӑх» ача пахчинче юпа-чӳк уйӑхӗсенче пулнӑ. Вӗсенче ун чухне пурӗ пӗрле вунвиҫӗ ача чирлесе ӳкнӗ.
Виҫҫӗмӗш пӑтӑрмахӗ вара Шупашкарта пулнӑ. 202-мӗш номерлӗ «Тӗлӗнтермӗшсен хули» ача пахчинче пилӗк ача вар-хырӑм инфекцийӗпе пӗр харӑс аптӑранӑ.
Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта троллейбуспа ҫӳренӗшӗн ытларах тӳлеме пуҫларӑмӑр. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта та хаксене хӑпартма йышӑннӑ.
Хула депутачӗсем ыйтӑва тишкерсе пӑнчӑ лартнӑ: халӑх транспорчӗпе ҫӳреме хаксене хӑпартмаллах. Ҫапла майпа троллейбуспа пӗрре ларса кайма 18 тенкӗ кӑларса тыттарма тивӗ, ятарлӑ карттӑпа терминал урлӑ тӳлесен 15 тенкӗ илӗҫ (Шупашкартинчен 1 тенкӗ хаклӑрах). Химиксен хулинчи маршруткӑпа пӗрре ларса кайма 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ (терминал урлӑ — 18 тенкӗ), автобуспа ҫӳреме — 18 тенкӗ (терминал урлӑ — 15 тенкӗ).
Улшӑнусем кӗртиччен Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуспа ҫӳреме 15 тенкӗ тӳлеме тивнӗ, автобуспа кайнӑшӑн 16 тенкӗ илнӗ, маршруткӑна ларма 20 тенкӗ кирлӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |